* * *
07-08-2004 08:56
к комментариям - к полной версии
- понравилось!
Наташăна
Эп пĕлместĕп,
пĕлес те килмест халĕ тин
чунăма мĕн кăшлать
канăçа кам вăрларĕ манне.
Хамра хам пĕрех-хут эп вăй тупайсан
сан ятна асăмра тытас çук паянтан.
Шел пулин, асăмра — каллех сан сăну,
сан пĕвÿ ак каллех минретет ман пуçа,
сан яту канăçа вăрларĕ пĕр шелсĕр
юрату ункинче пĕччене хăварса.
Каллех тăрса юлтăм пĕччен,
калаçма та чун çук.
Мĕне пулчĕ паян вак-тĕвек калаçу,
çавăнтах-ши туптарĕ мана юрату.
Юрату та — каллех çухату!
Чунăмра — ырату!
Тен пулĕ çакă йăлтах çырлаху.
Эс те эп — эпир иксĕмĕр çеç,
тата таçта аякра пирешти...
Эс мана хăварсан та ялан пул манпа,
яту сан упрантăр ман асăмра.
Асилÿ чун-чĕре хÿхлевне вăйлатса
пуç-тăна ыраттартăр сан тĕсупе.
Ÿт канăç ан туптăр сан пĕвна асилсен.
Мана эс хăвар васкамасăр,
хуллен, йăпатса, шантарса...
Васкакан вакка сикнĕ тесе ахальтен
каламан ваттисем. Çакна эсĕ асту —
ахальтен эп сана пурнан пурнăçра
тĕл пулмарăм. Ара, çакна асăрха —
ялан сан сăнна хĕвел çутийĕ кăна
ачашлатăр пĕр вĕçĕмсĕр!
Эп вара кĕл тума
саншăн пăрахмăп нихçан.
июнĕн 15-мĕшĕ, 2004 ç.
Çурçĕр иртни 12 минут.
вверх^
к полной версии
понравилось!
в evernote