25-07-2004 19:05
к комментариям - к полной версии
- понравилось!
САНĂН ÇЕПĔÇ ТЕ
КУÇÇУЛЛĔ ЫТАМУ
Новелла
Сан хурлăху манра янра пуçларĕ.
Перец Маркиш. «Геттори хĕр-ташăç.»
Калаçкалаттăмăр санпа ăнсăртран урамра тĕл пулсан. Пĕррехинче вара (эпех айăплă сана тытса чарсах тем сÿпĕлтете пуçланишĕнЌ эпир санпа калаçкаланă хыççăн, сывпулашнă чух эсĕ сасартăках татах та манпа тĕл пуласси çинчен ĕмĕтленнине пĕлтертĕн те... Те савăнтăм ун чухне эп; Çапах та хирĕçлеме пултараймарăм. Калаçса татăлтăмăр вара.
Астăватăп çеç, куçусенчи хурлăха пытарса, чуна кăшлакан тунсăха пусарса, хăюсăр сассупа мана эс хăв патна пыма ыйтрăн. Эпĕ вара калаçса татăлнă пек, каçа хирĕç сан патна хăнана çитрĕм те, сан пĕчĕк пÿлĕмне иртсенех темшĕн именсе кайрăм. Нихçанхилле. Эсĕ ытла та çамрăк пулнăран пуль. Черчен те хăюсăр пек туйăнтăн мана эс ун чухне. Çитменнине тата çав каç эсĕ телейсĕр юратăвна уçса патăн вĕт-ха. Эпĕ сана итлесе лартăм. Ун пек чухне çынна итлемесĕр май çук. Анчах та эпĕ сан патна хăнана пĕр килĕштермесĕрех пыманнине эсĕ шутлама та пултарайман-ши; Е, хăвна хĕрхентерес шутпа мана хăв пурнăçна уçса патăн; Хавхаланса каласа параканскер, асăрхамарăн та пулмалла сана итленĕ чух ман чун-чĕрем вырăнтан шуйханнине. Те кĕвĕçÿ туйăмĕ манра сасартăках çуралчĕ вара; Пĕлместĕп. Анчах та чун-чĕремпе те, ăсăмпа та (ан тив, тахçан такам пулнă сан пурнăçунта, çапах та...Ќ, эсĕ ăна юратнине лăпкăн йышăнма ытла та йывăр пулчĕ маншăн. Мĕншĕн тесен вăл сан юлташ хĕрачуна качча илнĕ кун вĕсен туйне эс каймасăр пултарайман. Туйне те вăрттăн, çынсенчен пытанса макăрассишĕн кайнă пулнă. А мĕн ырри вара ку. Кайнă та, чуна татах та ытларах ыраттарса таврăннă. Унтанпа вара нумаях вăхăт иртрĕ-ши;
Юратуран тарса манра эс канлĕхпе çăлăнăç шырарăн. Пĕлместĕп мĕнле, çапах та эпĕ туйнă çакна. Туймасăр пултарайман. Çавăншăн çеç тĕл пулма тÿр килчĕ те пирĕн. Вара, темшĕнех эп саншăн çăлăнăç пуласса шанса, сана тискер шухăшсенчен хăтарас ĕмĕтпе хăпартланса, сан пурнăçна пырса кĕтĕм.
Пĕр кун маларах сана урамра тĕл пулман пулсан-и, эсĕ мана ху патна чĕнмен пулсан-и — пымастăмччĕ те эп сан патна. Ялан халăх хушшинче кулса савăнса çÿрекен хĕр тунсăхне те курма тÿр килмĕччĕ манăн. Тата, вăл вăхăтра ман чун-чĕрем юратусăр кÿтсе çитнине, ăс-тăнăм çураçу шыраса аптранине туйман та пулăттăм эп хамра.
— Тĕлĕнмелле япала вăл — юрату. Юратман чухне юратас килет, чун-чĕрене вĕри туйăмсемпе çунтарса хавхаланас килет. Юратнă чух вара, ытла та аптăр-каптăрла пек туйăнать йăлтах тата. Мĕншĕн; — терĕм эп сана итлесе пĕтернĕ хыççăн.
— Темшĕн;.. - терĕн эсĕ, хулпуçийÿсене вылятса.
Çапла вара, сан пÿлĕмÿнте тем те пĕр калаçсах пирвайхи юрату таврашне çитрĕмĕр те, темшĕнех эпĕ:
— Каçар мана... — терĕм сана хĕрхенсе...
Эсĕ вара ăнланмасăр, мана сăнаса, «Мĕншĕн», — тесе ыйтрăн.
— Санран именнĕшĕн, сана кÿрентересрен хăранăшăн... — терĕм эпĕ шăппăн, куçунта айванлăх шыраса.
— Мана; — тунсăха пусарса кулса ятăн эсĕ, — манран хăратăн эсĕ;..
— Çук, — терĕм эпĕ сана ун чухне, — санран мар. Ытларах юратасран хăратăп. Юратасран. Мĕншĕн тесен юрату ытла та хăрушла туйăм. Мĕншĕн тесен юратакан çын савнишĕн пĕтĕм тĕнчене тепĕр майлă çавăрса хума хатĕр. Анчах та, хăвăнтан çÿллĕ сикеймĕн. Унтан ытла тата эпĕ сана нимĕн те шантараймастăп... Шантарма, ĕмĕтленме çыннăн чăн малтан ытти çынсенчен ирĕклĕ пулмалла. Енчен те пĕр çын та пулин сан çумра пулсан, ăна хур кÿрсе теприне ырă тунипе телей кураймăн.
— Эпĕ нихăçан та, никамран та, нимĕн те кĕтмен ку таранччен. Санран та мана нимĕн те кирлĕ мар... — терĕн те эсĕ лăпкăн, ман çумма йăпшăнса эп ыталасса кĕтрĕн.
Чăтаймарăм, аллăмсемпе сан хулпуççиÿне, сан кĕлеткÿне перĕнсе вĕри ÿт сывлавне туйса илтĕм. Епле туймăн-ха, сĕм тĕттĕм пуличчен юрату çинчен пуплесе юрату серепине çаклантăмăр пулсан.
Астăватăн, пулĕ?..
Çапла çуралчĕ пирĕн телейсĕр юрату.
— Юрату телейлĕ пулма пултараймасть-и-ха; — тесе ыйтаттăн эсĕ манран пĕрех хут.
— Çук пуль çав. Телей çеç кÿнĕ пулнă пулсан юрату ункин тĕввине халаласа пин-пин калав, пин-пин сăвă чуна лăшлантарса çырман пулĕччĕç çыравçăсем, сăвăçсем.
— Эппин, мĕншĕн-ха юратмалла; — каллех айванла ыйтаттăн эс юриех.
— Пур çын та юратма пĕлмест те, пултараймасть те... — теттĕм эпĕ сана, — Юратма пĕлекен çын чунĕпе юрăç. Юрăçсем вара ялан хăйсен, халăхăн ыратăвне пурин патне те çитерме тăрăшнă. Айккинчен сăнасан вĕсем мана темшĕн мазохизм енне туртăннă пек туйăнаççĕ. Хăйне юраттарасшăнни вара нихăçан та юратма вĕренеймĕ, юрату туйăмĕпе çырлахса пурнăç илемĕпе каçăхаймĕ... Мĕншĕн тесен садистла характерлă этем юратма пĕлеймĕ нихăçан та. Хăйне юраттарса çын асапне курнипеле çеç ун чунĕ канлĕх тупĕ.
Темшĕнех каларăм ĕнтĕ сана çак сăмахсене, темшĕнех ĕнентерме хăтлантăм хам юратнине.
Ун чухне эсĕ лăпкăлăх шыраса ман ытама ăвăнтăн та, эпĕ сана йышăнтăм. Анчах та умĕн ăнланнă-и эпир пĕр-пĕрин хушшинче ытла та пысăк уйрăмлăх пуррине? Эсĕ çирĕмрен каçнă хĕр кăна-ха. Пурнуăçунта юрату тутине пĕлме ĕлкĕрнĕ пуль те, çапах та пурнăç тути-масине тутаннах-ши? Эпĕ вара тахçанах вăтăртан каçнă, саншăн ватсупнă темеллискер арçын. Юратура та, пурнăçра та тем те пĕр курнăскер, çынна шанма пăрахнăскер. Çынна ĕненме пултарăп тепĕр чух, пурнăçăма шанса пама вара?..
Анчах та, юратнă чух темле çын та суккăрла ĕненме, шанма пуçлать пуль. Эпĕ те çавнашкал, кашни сăмахна итлесшĕн пултăм та санăнне — эсĕ сăмах чĕнейменнипе, пĕрех хут, хама хам тĕрĕсех мар тытатăп-ши тесе асапланаттăм... Хăш-пĕр чухне тата, сана йăлăхтарса çитернĕ пек туйăннипе, тарăхаттăм та хама-хам. Пĕрех хут сан сассуна илтес ĕмĕтпе сан тавра явăнаттăм... Сан сассуна илтес тесе сан патна шăнкăравлаттăм. Эсĕ вара ытларах чухне «Ман вăхăт çук...», «Калаçаймастăп эп санпа...» текелесех сивĕтесшĕн пултăн-ши хăвăнтан?
Ас илме тăрăшсам, еплерех тарăхаттăн эпĕ пĕрмай сан патна шăнкăравласа сан сывлăху, кăмăлу еплереххине ыйтса пĕлнишĕн. Еплерех тата вăркăнаттăн манран сана кăшт та пулин иртерех пушанма ыйтсан. Эсĕ хăв хăнăхнă тĕллĕн юлташусемпе таçти барсенче, клубсенче çĕр хута çÿренишĕн пĕр сăмах та каламан сана эп, мĕншĕн тесен калаçма пуçласанах кÿрентермелле каласа хурасран хăранă. Çакăншăн кăмăл хуçăлнипе тарăхаттăм пулсан та, пĕрех сан ирĕклĕхне хирĕçлеме вăй çитереймерĕм. Мĕншĕн тесен кашни çын ирĕклĕхпе пуян пулнине, анчах та пĕр çын та хăй туйăмĕсенчен ирĕклĕ пулма пултарайманнине ăнланнă-и-ха эпĕ ун чухне.
Çапла вара эп шăпăрт, пĕр сăмах чĕнми ларнă чухне эсĕ йăлтах ăнланнă пулсан та, пĕрех:
— Халĕ эпĕ тата мĕн тĕрĕс мар турăм-ши;.. — тесе йăлăнаттăн.
Сана мĕн шутланине, мĕн туйнине калама хăю çитереймерĕм çав. Те йăнăшасран хăранă эп, те ытла та ачалла курнасран-ши; Çапах та чун сисет вĕт-ха. Чуна улталаймастăн.
Çапла вара, хăçантанпа, хăш самантра чуна çÿçентерекен канăçсăрлăх пирĕн хушшăмăра йăпшăнса вырнаçнине юратупа суккăрланнăскерсем сисеймерĕмĕр. Сиснĕ пулсан-и, тен сирсе яма хăват тупнă пулăттăмăр. Анчах та халĕ тин мĕнпе улталаса унран тарар-ши, мĕнле чееленсе унран хăпар-ши?..
Астăватăн-и, пирвайхи кунсенче уйрăлми `çÿреттĕмĕр. Асилетĕп те ун чухнехине: еплерех телейлĕччĕ эпир. Çумма-çуммăн вĕçекен кăвакарчăнсемчĕ эпир санпала. Ăçтан усала туйма пултарнă-ха; Пире нимĕнле пăтăрмах та уйăраяс çук, теттĕм те... Ĕнтĕ халĕ асилетĕп те — çурхи кунсене ахалех санпалан уйрăлми ирттертĕмĕр. Тен, ун чухне, юратупа çуна пуçланăскерсем, пĕр-пĕриншĕн тунсăхлани пуçа минретмен пулсан-и, юратусăр пуçне тата урăххи çинчен те шутланă пулсан-и;.. Паянхи куна йăлăхтарман та пулăттăмăр пĕр-пĕрне... Ахалех санпалан кашни каç пĕлĕтелле тăрăнса, унта çеç юлма пултарнă тасалăхпа Атăлăн сĕвĕрĕле пуçланă мăнаçлăхĕ пирки калаçса юрату патне çитеттĕмĕр пĕрех хут.
Калаçса, хутшăнса асап та савăнăç кÿреттĕмĕр пĕр-пĕрне. Юрату, е ача вăййи кăна пулчĕ пирĕн хутшăну, çапах та, çак кĕске саманара эс ман чун-чĕрене вырăнтан хускатрăн. Ним шантармасăрах ман канăçа вăрларăн. Мĕншĕн тесен, эпир санпа пĕр-пĕрне ăнланайман чухне, урамра çумăр çунă чухнехи пек умра та, таврара та йăлтах исленнĕ пек туйăнатчĕ мана. Санăн куççулÿ умри чечеке ачашлани чуна ыраттаратчĕ. Пĕрех яланах эпир иксĕмĕрччĕ. Эсĕ ман пата туртăннине туяттăм эпĕ. Çавăнпах-ши тахçантанпах уйрăлмалискерсем, çакăн çинчен сăмах тапратма хăю çитереймерĕмĕр?
Çапах та мĕнле çуралчĕ пирĕн хушшăмăрта ăнланманлăх; Мĕн-ма пĕр вĕçĕмсĕр аса килсе канăçсăрлантаратăн. Сансăр чуна тунсăх пусарнипе пĕччен юлма та хăракан пулса çитрĕм. Пĕччен юлса усал шухăш тытса, тем туса хурасран асăрханнипе пĕрех хут ăвăнаттăм хуланалла пуçа минретекен шухăшсене сирсе яма. Кама та пулин курас шутпа çынсем хушшинче паллакансене шыраса утаттăм, унтан ытла, кашни сар хĕре «Эс мар-ши?..» шухăшпа тинкерсе сăнаттăм. Çапла вара çÿретĕп те хула тăрăх пĕр урамран тепĕр урама куçса, никам паллакана курмасан та, çынсем хушшинче пулни аванрах, тесе малалла сĕнкĕлтететĕп. Такампа та калаçма хатĕр, анчах та тахçан палланă хĕрарăмсемпе чунра канăç тупассишĕн йăпанса, хам туйăмсене варлама хăват çитерейместĕп.
Иксĕмĕр юнашар выртсан та, хамăрăн тĕссĕрленнĕ хутшăнăва аркатма шутламастăн. Чĕрене юрату суптарсан та, кăлеткеме аскăнлăхпа чеченлĕх вăркатать.
Сана юратмасăр та май çук. Текех юратма вăй-хал çитерейместĕп. Мĕншĕн тесен эсĕ мана юратманни, манран кулса çеç пурăнни куçкĕрет. Эсĕ паян та, ĕнерхи пекех, тем каласшăн ларатăн ман умра. Калаймарăн. Кÿрентерес мар терĕн-ши, е тÿр сăмаха куçран калама хăю çитереймерĕн;
Тутампа, аллăмсемпе санăн пылак та илемлĕ ÿт-пĕвне ачашланă чух пуçри шухăшăмпа сывпуллашаймарăм. Ăс-пуçа арпаштаракан шухăшра куçăма çиçтеретĕп. Кашни савăшăва юлашки тесе йышăнаттăм, кашни хупăшура ăссăрланса туйăм вĕçне тухаттăм. Унта тин йăлтах курăнĕ, йăлт ăнланма пулĕ: сана пурнăçунта тепĕр мĕскĕн тупăнчĕ иккен.
Мĕнех ара. Йăли-йĕрки çапла. Эс пĕр маншăн çеç çут тĕнчене килмен-çке. Эппин сана ыттисемпе пайлас. Чеченлĕхе санне, кам тиркемест, астивтĕр. Вара пин арçынран пĕрин асне илемлĕхÿпе тăрса юлсассăн — эс тивĕç мухтава...
2004.
вверх^
к полной версии
понравилось!
в evernote